Ҫу уйӑхӗн 29-30-мӗшӗсенче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче режиссёрсене вӗрентӗҫ.
Професси енчен хушма пӗлӳ паракан программӑна ӑша хывас текенсем «Театрсенче тата концерт залӗсенче сасӑ режиссуринчи професси вӑрттӑнлӑхӗсем» енӗпе хӑйсен ӑсталӑхне туптӗҫ.
Программӑна ГИТИСпа пӗрле хатӗрленӗ. Курс икӗ куна пырӗ. Ун вӑхӑтӗнче теори тата практика занятийӗсем пулӗҫ.