Чӑваш Ен Пуҫлӑхне Олег Николаева Узбекистанра чӑваш юрри-кӗввипе кӗтсе илнӗ. Карши университечӗн студенчӗсем аякри хӑнасем валли чӑваш юррине шӑрантарнӑ.
Тӗлпулура ҫыхӑнӑва ҫирӗплетесси ҫинчен калаҫнӑ. Уйрӑмах вӗренӗве тимлӗх уйӑрнӑ. Палӑртмалла: хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енре Узбекистанри 150-а яхӑн студент ӑс пухать. Малашне ҫамрӑксемпе улшӑнма, квотӑсем хатӗрлеме палӑртнӑ.
Чӑваш Ен делегацийӗ ҫӗвӗ фабрикине, газохими заводне ҫитсе курнӑ. Икӗ ен пирӗн технологисем вӗсен производствине мӗнле ҫӗнетме пултарнине сӳтсе явнӑ.