Понедельник, 23 июня, 2025
Главная > Публикации > Шкул картишĕнче сад пулĕ

Шкул картишĕнче сад пулĕ

Янкăлч шкулĕнче вĕренекенсем «Астăвăм сачĕ» акцие хутшăннă. Ăна вĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 80 çул çитнине тата Раççейпе Чăваш Енри тĕллевлĕ çулталăксене халалланă. Çак акцие ачасемпе пĕрле йĕркелесе пынă директорăн канашлуçи Зоя Николаева сăмах илет:

 — Аслă Çĕнтерĕвĕн юбилей çулталăкĕ çитнĕ май эпир хамăр шкул картишĕнче тĕрлĕрен 80 йывăç хунавĕ ларт-са хăварма палăртатпăр. «Астăвăм сачĕ» акцие вара çулталăк çаврăмĕпех тытса пырăпăр. Йывăçсен пĕр пайне халĕ  — çуркунне, ыттисене вара кĕркунне лартса хăварас тĕллевлĕ. Хальхи вăхăт тĕлне эпир, асăннă акципе килĕшÿллĕн, пулас садра груша тата пан улми йывăççисен хунавĕсене лартнă та ĕнтĕ. Кĕркунне унта черешня тата хура хурлăхан хунавĕсем хăйсен вырăнĕсене тупĕç. Тата çакна палăртса хăварас килет, Янкăлч шкулĕ çумĕн- че «Астăвăм садне» чĕртсе тăратма пире ентешĕмĕр Василий Краснов нумай пулăшса пырать. Хальхи вăхăтра вăл Тюмень тăрăхĕнче ĕçлесе пурăнать. Çак пархатарлă ĕçре курăмлă тÿпе хывнăшăн Василий Петровича тав тăватпăр.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *