Вторник, 8 июля, 2025
Главная > Публикации > 100-шер пин тенкӗ парӗҫ

100-шер пин тенкӗ парӗҫ

Чӑваш Енри студенткӑсене 100-шер пин тенкӗ укҫа парӗҫ. Пурне те мар. Ача амӑшӗ пулма хатӗрленекеннисене.

Йывӑр ҫын пулнӑ май учета тӑнӑ ҫамрӑк хӗрарӑмсене патшалӑх хыснинчен хушма укҫа пама тытӑнӗҫ. Нухрата кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн учета тӑнисене, ҫие юлнӑранпа 12 эрне иртсен парӗҫ. Укҫана Чӑваш Енре пурӑнакансем, хамӑр тӑрӑхри вӗренӳ заведенийӗсенче ӑс пухакансем тивӗҫӗҫ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *