Çанталăк ăшăтса пырать. Çимĕкчен çичĕ хутчен шыва чăмса тухма кăмăллакансем шыва кĕмелли тапхăра чылай маларах уçасси пĕрре те иккĕлентермест. Вĕсен шыври киленĕвне хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес тĕллевпе çăлавçăсем вара халех ĕçлеме тытăннă.
Водолазсем ятарласа çирĕплетнĕ графикпа килĕшÿллĕн шыва кĕме уйăрнă вырăнсенчи кÿлĕ- семпе пĕвесен тĕпĕсене анса тĕрĕслеççĕ. Çакнашкал вырăнсем Канаш тăрăхĕнче кăçал 14 пулĕç. Çăлавçăсем хальхи вăхăт тĕлне Карăклă, Сухайкасси тата Ачча тăрăхĕсенче пулнă. Аса илтеретпĕр, шыва кĕмелли тапхăр Чăваш Енре официаллă йĕркепе çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче уçăлĕ.