Ҫӗртме уйӑхӗн 10-11-мӗшӗсенче Шупашкар округӗнче «Ясна музыка» фестиваль 4-мӗш хут иртӗ. Кӑҫал унта пӗрремӗш хут ытти регионтан та пухӑнӗҫ. Фестивальте фольклорти тата хальхи музыкӑри тараватлӑх йӑлисене уҫса парӗҫ.
Ҫӗртмен 10-мӗшӗнче «Ясна» этнокомлексра конкурсҫӑсем хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарӗҫ Унтах ӑсталӑх класӗсем, эскурсисем иртӗҫ, наци культури ҫинчен калаҫӗҫ. Концерт 17 сехетре пуҫланӗ.
Ҫӗртмен 11-мӗшӗнче гала-концерт Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре иртӗ. Унта Раҫҫей тата пӗтӗм тӗнчери конкурссен лауреачӗсем сцена ҫине тухӗҫ.