Ленинград облаҫӗнчи Кировск хулинче «Ленинграда хӳтӗленӗ чухне пуҫ хунӑ Чӑваш Енри совет салтакӗсене» ятпа стела уҫнӑ.
Ҫав хӑрушӑ ҫапӑҫӑва Чӑваш Енрен нумаййӑн хутшӑннӑ. Ленинграда хӳтӗлеме пирӗн регионтан 15 пин ытла салтак кайнӑ. Вӗсенчен 5 пин ытларахӑшӗ тӑшманпа ҫапӑҫса пуҫ хунӑ. Чӑваш Енри 1800 ытла салтака «Ленинграда хӳтӗленӗшӗн» медальпе чысланӑ.