Понедельник, 23 июня, 2025
Главная > Публикации > Çĕнтерӳ кунне тивĕçлĕ уявланă

Çĕнтерӳ кунне тивĕçлĕ уявланă


Çĕнтерӳ кунĕ – чи сумлă уявсенчен пĕри. Кăçал ăна 80-мĕш хут кĕтсе илтĕмĕр.
Яланхи пекех çак кун Çĕнтерĕве çывхартассишĕн пуç хунă паттăрсене асăнса Нихçан сӳнми çулăм умне чечек кăшăлĕ хунинчен пуçланнă. Тепĕр пĕлтерĕшлĕ мероприяти – çар парачĕ. Унта 700 ытла салтакпа офицер, 75 техника хутшăннă. Çак йыша «Воин» тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУн çар вĕренӳ центрĕсен курсанчĕсем те кĕнĕ.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев совет çыннисен паттăрлăхĕпе мăнаçланнине, вĕсен чăтăмлăхĕпе хăюлăхĕ çамрăк ăрушăн тĕслĕх пулса тăнине палăртнă. Çар техникисĕр пуçне парада ретроавтомобильсем те хутшăннă. Совет тапхăрĕнче туса кăларнă «Жигули», «Москвич», «Волга» тата ытти машина уява илем кӳнĕ.
Кăçал «Вилĕмсĕр полк» акцие тепĕр хут пуçарса янă. Ачисемпе мăнукĕсем – 30 пин çын – ашшĕ-аслашшĕн, амăшĕ-асламăшĕн портречĕсене йăтса Шупашкарăн тĕп урамĕсемпе утса тухнă.
Аслă Çĕнтерĕве халалланă тĕп мероприятисем çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче Шупашкарта тата муниципалитетсенче иртнĕ. Çынсем астăвăм акцийĕсене, митингсене хутшăннă, палăксем патне чечексем хунă. Уяв тĕп хулари салютпа вĕçленнĕ.
Республикăра Çĕнтерӳ кунне тивĕçлĕ уявланине Олег Николаев та çирĕплетнĕ. «Влаç органĕсем, общество организацийĕсем, ял-хула çыннисем тăрăшнипе тĕрлĕ енлĕ мероприятисем йĕркелеме пултартăмăр. Аслă Çĕнтерĕве халалланă ĕçсем умра тата та пур. Астăвăма упрасси, ăна ăруран ăрăва куçарса пырасси – пирĕн сăваплă тивĕç», – тенĕ республика ертӳçи.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *