Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев «Волга – Янцзы» регионсем хушшинчи килĕшÿ формачĕн Канашăн V ларăвне хутшăннă. Кăçал вăл Хусан хулинче иртнĕ. «Волга – Янцзы» – Атăлçи федераци округĕнчи тата Китай Халăх Республикин Янцзы юхан шывĕн Çÿлти тата Вăтам юхăмĕнчи регионсем хушшинчи хутшăнăва çирĕплетме май паракан формат. Вăл Раççей Президенчĕ Владимир Путин хушăвĕпе пурнăçа кĕрет.
Раççей Президенчĕн Атăлçи федераци округĕн-чи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров палăртнă тăрăх, Раççейпе Китай малалашлăх валли çĕнĕ çул-йĕр шыраççĕ. «Волга – Янцзы» формат шăпах çакна туса пыма пулăшать те. Хальхи вăхăт тĕлне аякри партнерсемпе тĕрлĕ сферăна пырса тивекен 54 килĕшÿ тунă. Чăваш Ен тата Чулхула облаçĕ ку енĕпе лидерсен хушшинче ?вĕсен кашнин 6-шар килĕшÿ/.
Чăваш Ен Китая чăх-чĕп аш-какайĕ, кондитер изделийĕсем, тырăпа çăнăх тата ытти продукци ăсатать. Экспорт виçи çулран-çул ÿссех пырать.

