Канашри культура керменĕнче ыр кăмăллăх концерчĕ иртнĕ. Ăна ятарлă çар операцийĕнче çĕршыв интересĕсене хÿтĕлекен салтаксене халалласа йĕркеленĕ. Пуçтарăннă укçапа СВО иртекен вырăна гуманитари пулăшăвĕ туянса ăсатĕç.
Концерт умĕн фойере интерактивлă лапам та ĕçленĕ. Унта Канашра пурăнакансем салтаксем валли çыру çырма, техникăна хÿтĕлемелли тетелсене тата окоп çуртисене мĕнле тунине курма пултарнă.
Ыр кăмăллăх концертĕн– чи кашни номер Тăван çĕршыва тата унăн хÿтĕ– левçисене халалланăскер пулнă. Концерт вăхăтĕнче 132 пин тенкĕ укçа пуçтарăннă. Ăна «Канаш – çар çыннисене пулăшу» волонтерсен ушкăнне панă. Вĕсем çак укçа-тенкĕпе çар çыннисем валли гуманитари пулăшăвĕ пуçтарса хатĕрлĕç.