Чăрăшкасси ялĕнче иртнĕ çулта çĕнĕ клуб хута кайнă. Ăна ниме бюджечĕн вăйĕпе туса лартнă. Палăртса хăварар, Канаш тăрăхĕнче ку таранччен халăх пуçарăвĕпе çакнашкал пысăк калăпăшлă объект çĕклени пулман.
Ял старости Николай Филиппов пĕлтернĕ тăрăх, малтанхи клуба 1951 çулта хута янă пулнă. Çав тапхăртанпа унта тĕплĕ юсав ĕçĕсем иртмен. Çурт вăхăт иртнĕ май кивелсе юхăннă. Çынсен пурнăçĕпе сывлăхĕшĕн пăшăрханса ялти клубăн алăкĕ çине 2021 çулта çăра çакнă. Вырăнта культура объекчĕ çукки çынсене канăçсăрлантарнă паллах.
Ял халăхĕн шухăшĕпе кăсăк- ланнă май, 2023 çулта Николай Андреевичăн вырăнти культура вучахне çĕнĕрен чĕртсе тăратас ĕмĕт-тĕллев çуралнă. Хăйĕн шухăшне староста Ухман ял территорийĕн пайĕн ертÿçипе Евгений Григорьевпа сÿтсе явнă. Пуçару ушкăнĕ çакăн хыççăн район администрацине канаш ыйтма кайнă. Вăл вăхăтра района ертсе пынă Сергей Михайлов ялти клуба ниме бюджечĕн вăйпе тума май пуррине пĕлтернĕ. Енчен те чăрăшкассисем килĕшсен, район администрацийĕ те вĕсене пур енлĕн пулăшса пырассине шантарнă.
Вырăнта пурăнакансен шухăшне пĕлес тĕллевпе ялта пуху пуçтарнă. Çынсем вырăнти пуçару программине хутшăнса ялта клуб çĕклес шухăша ырласа йышăннă. Хăйсен енчен укçан пĕр пайне пуçтарса памалли яваплăх пуррине те лайăх ăнланнă. Ун чухне Чăрăшкасси ялĕнчи клуб хакĕ виçĕ миллион çура ларнă. Çынсем 400 пин тенке яхăн укçа пуçтарнă. Кашни килтен 5 пин тенкĕ укçа пухса панă. Пĕрлехи пуçарăва хирĕçлекен тата укçа парассинчен турткалашса тăракан пулман.
Аукцион ирттернĕ хыççăн подрядчик та хăйне вăрах кĕттермен. Ял старости Николай Филиппов вăл хамăр тăрăхри ăста пулнине палăртать. Строительсен бригади мĕн пур ĕçе икĕ уйăхра туса пĕтернĕ. Ĕçсен хăвăртлăхĕпе тата пахалăхĕпе ял çыннисем кăмăллă юлнă.
Тата çакна палăртса хăвармалла. Мĕн пур ĕçе пуçăниччен ятарлă комисси Вăрмар тăрăхне кайса килнĕ. Унта кÿршĕ округра пурăнакансем, кăшт маларах, шăпах çак мелпе усă курса клуб çĕклесе лартнă пулнă. Клубпа паллашнă хыççăн вĕсен проекчĕ комиссин кăмăлне кайнă. Вăл _ 39 çын валли. Клубăн зал пур, сцена тата кружоксем ирттермелли пÿлĕм пăхса хăварнă.
Округ администрацийĕн культурăпа архив ĕçĕсен пай пуçлăхĕ Вероника Павлова палăртнă тăрăх, республика бюджечĕ çĕнĕ клуба «тумлантарма», сасă тата çутă хатĕрĕсемпе тивĕçтерме 1 миллион тенкĕ укçа уйăрса панă. Çак пулăшу курав залне çемçе пукансемпе тивĕçтерме те май панă.
Клуб халĕ пĕр кун та пушă лармасть тесен те йăнăш пулмĕ. Унăн ертÿçи Светлана Игнатьева тĕрлĕрен уяв мероприятийĕ йĕркелесе ирттерет, артистсене йыхравлать, ачасен пушă вăхăтне усăллă ирттерес енĕпе те пысăк тÿпе хывать. Ял халăхне тĕрлĕрен пуху ирттерме те меллĕ унта.
Кĕçех çак ырлăха Çĕнĕ Мами ялĕнче пурăнакансем те хăйсем çинче туйса илĕç. Вĕсем те кăçал ниме бюджечĕпе ялта çĕнĕ клуб çĕклеме палăртнă. Ку проект 8 миллион тенкĕпе танлашнă. Çĕнĕ Мами ялĕн клубĕнче зал, сцена, артистсен уйрăм пÿлĕмĕ, кружоксем ирттермелли кабинет, ташă каçĕ ирттермелли холл, тамбур тата библиотека вырнаçĕ. Санузел проектпа шалта пулассине те палăртса хăвармалла. Ял халăхĕ 400 пин тенкĕ укçа пуçтарса кассăна хывнă та ĕнтĕ. Округ администрацийĕ аукцион йĕркелесе ирттернĕ. Республика бюджечĕ ку проектра та клуба шалтан «тăхăнтарма» 1 миллион тенкĕ укçа уйăрса парĕ. Çак тĕллев-пе те уйрăм аукцион ирттерĕç. Çавна май клубăн пĕтĕмĕшле хакĕ 9 миллион тенкĕпе танлашĕ.
Пуçаруллă ял халăхне патшалăх пысăк калăпăшлă объектсене пурнăçа кĕртессине те витĕм- лĕ тĕрев парса пулăшма хатĕр. Çак ырă тĕслĕхсем клуб çук ытти ялта пурăнакансене те пĕрремĕш утăмсем тума хавхалану туйăмĕ кÿрессе шанатпăр.
Артемий МЯСНИКОВ
Халăхпа пĕр шухăшлă пулсассăн ялта клуб та çĕклеме пулать
