Кĕçтук Кольцов поэт çинчен унăн çуралнă кунĕсемпе юбилейлă çулĕ- сенче яланах хаçатра статьясемпе сăввисем тухатчĕç. Вĕсене Степан Аслан, Валерьян Прокопьев-Ильдер тата ыттисем çыратчĕç.
Халĕ эпĕ унăн юратăвĕ çинчен çырса парасшăн. Кĕçтукăн вăрçа кайи- ччен Анат Сурăмра юратнă хĕрĕ Екатерина Евграфова пулнă. Вăрçă тухман пулсан, вĕсен туйĕ кĕркунне пулмалла пулнă.
Анчах… вăрçă вĕсен планне тĕппипех улăштарнă. Катя, Кĕтерин ăна кĕтсе илме шантарнă. Шупашкартан, Иван Малкай поэт патĕнче çĕр каçнăскер, Кĕçтука вăрçа ăсатса янă. Малтан Кĕтерин çырусем йĕркеллех, тăтăшах çырса тăнă-ха, тăрук сайра çырма пуçланă. Кĕçтук пăшăрханма тытăннă. Атте патне янă çырура: «Якрав Васильча пĕлтер-ха, хĕрне çыру çырма хуштăр», _ тенĕ.
Фронтра илнĕ çыру хакне салтаксем питĕ лайăх ăнланнă. Савнирен, кил-йышран, тăвансенчен, туссенчен илнĕ хыпар вĕсене савăнтарнă, çапăçура хавхалантарнă, чĕрисене пурнăç хавачĕ кĕртнĕ.
Акă мĕн çырать Кĕçтук 1942-мĕш çулхи октябрĕн 14-мĕшĕнче Людмила патне янă пĕрремĕш çырăвĕнче:
«Крепки мы в борьбе, как гранит, советские войны. Крепки, как гранит, но это не значит, что мы – камни. Мы живые люди. Мы радуемся подснежнику, который расцвел рядом с окопом. Мы плачем, опуская в братскую могилу тело погибшего боевого друга и не стыдимся своих слез. Мы прижимаем к губам карточки любимых девушек, которую пронесли через пламя, дым и кровь войны. Мы долго-долго храним нежные письма, написанные из далека милыми девушками, храним в карманах гимнастерки, в сумках противогаза. Мы – живые люди. И это прекрасно».
Кунта çĕнĕ ят Людмила тухрĕ. Çак Архангельск хĕрĕпе Кĕçтук Кольцов 1942-мĕш çулхи октябрĕн 14-мĕшĕнчен пуçласа 1943-мĕш çулхи апрелĕн 17-мĕшĕччен çыру çÿретнĕ. Пурĕ 24 çыру, хăй виличчен.
Ку ĕç çапла пуçланнă. Кольцов ротинче Аргангельск ачи Никандр службăра тăнă. Вăл хăйне ыттисенчен уйрăмрах тытнă, час кÿреннĕ, унти çар йĕркине пăскаланă. Килте кам пуррине ыйтсан, Никандр Людмила ятлă йăмăкĕ пурри çинчен пĕлтернĕ. Кĕçтук ун патне çыру çырса янă, Никандр патне час-часах çырма хушнă.
Çакăнтан пуçланса каять те ĕнтĕ вĕсен хушшинчи туслăх, çепĕçлĕх, тунсăх. Вăл ерипен юратăва куçать.
Иккĕмĕш çырăвĕнче ?25.10.42 ç./ Кĕçтук пурнăçпа вилĕм çинчен мĕн шухăшланине çырать:
«Вот я так же думаю о своей жизни и смерти. Я очень люблю жизнь. Я иду в бой за жизнь. За счастье моей Родины. За мое счастье, за ваше счастье. Я люблю жизнь, но щадить ее не буду. Я люблю жизнь, но смерти не испугаюсь. Жить, как воин, и умереть, как воин, _ вот так я понимаю жизнь. Мы добудем победы.
Людмила, пришлите свою фотокарточку, надеюсь, выполните, дорогая. Пусть она будет символом нашей дружбы, будущий, настоящей, вечной дружбы.
Пусть она мне вдохновляет на подвиги. Вся наша жизнь, лучшие годы, лучшие мечты _ впереди. Мы их должны увидеть, чем скорее разгромим Людоедов 20 века, тем скорее начнутся наши прежние дни – веселые, радостные, молодые, как синее небо, красивые, как весна».
Тепĕр çырăвĕнче вăл çапла çырать:
«Придет время, дорогая, разгромим немца-германца, немца-фашиста и познакомимся. Вас что-либо я не в силах. Слово «Людмила» _ имя красивой северянки стало теперь для меня таким же дорогим, как и «Родина», «Мать». Думаю, Вы понимаете меня.
Передо мной Ваша фотокарточка. Я вижу живую Людмилу, и глаза, и губы.
Характер у нас с Вами, пожалуй, одинаковы. Ваши пиьма – великая радость. Я как будто чувствую, мы давным-давно знакомы друг с другом, давно любим друг друга, но в любви признались только вчера.
Мы ведь любим, и Вы, и Я, но таких переживаний, таких сильных чувств, кажется, не имел. Не помню. Так, не забудем друг друга, Люда, будем верны. Наша жизнь впереди, _ повторяю я еще и еще.
Я теперь постоянно твержу себе: мы рождены для вечной жизни, для вечной, негасимой любви. Все Ваши письма храню, как дорогой подарок.
Милая Люда! Я хочу жить и жить, у нас ведь у всех одна цель – скорее разгромить ненавистного врага. Освободим тебя, Родина-Мать и моя первая остановка будет Архангельск, перед зданием НКЮ. Письма почти ежедневно получаю, пишут друзья, из редакций, мать, родные, но твои больше всего радуют.»
Вот что он пишет в письме от 17.01.43 года.
«Людка! Твои два письма получил, на первое не мог ответить, прости, милая, такое было время – фрицев били.
Вчера получил письмо от брата, он у меня герой-гвардеец, награжден «Красной Звездой», также обрадовался и за твои письма. Ведь, подумай, за полтора годы войны первое письмо. Нас четыре брата, все воюют на передовых линиях фронта, все были не раз ранены, а дома одна мать-старушка, и мать гордится, пожалуй, за таких сыновей.
Немцев сейчас бьем везде, бьем крепко. С каждым днем вести все радостнее и веселее. Не так давно написал письмо Илье Эренбургу, жду ответ.
Придет время, Людочка, обязательно придет, мы встретимся. Я хочу твои ласки. Обнял бы и крепко-крепко поцеловал. До свиданья, милая. Крепко-крепко целую. С приветом Константин. 17.01.43 г.»
Константинăн çырăвĕсене малалла вуланăçемĕн вĕсен юратăвĕ илемленсе, чечекленсе, вăйланса, çирĕпленсе пынине туятăн. Ак çапла çырать вăл 1943 çулхи февралĕн пĕрремĕшĕнче: «Хочется скорее, скорее увидеть тебя. Знай, милая! Тот день недалек. Проклятое немецкое племя стоит на краю своей могилы. Последнее наше усилие: столкнуть его и закопать землей, где через несколько лет зарастет сорными травами.
Если от этой последней и решительной схватки останемся мы с тобой живыми, а умереть мы не должны, то скажем: «Я твой, ты Моя». Так ведь, Людка, да! До свиданья, Людка. Целую крепко, крепко. Твой Константин».
07.03.43 г. «Люда! Завтра ваш праздник, веселье, конечно, у вас будет, я тоже в свою очередь за тебя выпью сто грамм горького вина.
Живу также, по-старому. Со своими друзьями ходим на боевые дела. Несколько дней тому назад убили моего лучшего друга, лихого разведчика Митьку Кобылина. Мы с ним друг от друга лежали в трех метрах, не зная, как я остался живым, не ты ли спасла; Он тоже был из города Архангельска. Сегодня напишу его семье – дал клятву отомстить за друга немецким людоедам.
До свиданья, милая. От всей души желаю счастья и здоровья. Целую крепко-крепко. Твой Константин. 12.02.43 г. Недавно получил письмо от Ильи Эренбурга. Он прислал на память свою книжку с портретом. Он ведь сейчас среди красноармейцев пользуется самым большим авторитетом.
Сегодня вместе с твоим получил от своих земляков коллективное письмо. Сообщают о своих трудовых подвигах, ждут с победой. Я им ответил: «Пусть победы виден, мы, солдаты Русской Земли идем по этому пути смело, только вперед – на Запад. Ваш наказ я всегда выполнял с честью, выполню это.
25.03.43 г. Люда, милая! Письмо и фото получил. Хочется, чтобы этот любимый, дорогой и сказочный-милый образ сейчас, в эту же минуту встал передо мной, чтобы он всюду и везде был только со мной: и в разведке, и в атаке, и на походе. Я разве сомневаюсь, Люда, о нашей встрече; _ Никогда!
Рожденная бурей наша дружба, наша любовь, не пройдет, как буря. Сотни и тысячи раз повторяю: она будет вечной, настоящей, юной. Ее ничем нельзя сравнить и ничем нельзя разрушить.
Я буду жив, Люда. Уже третий год воюю, с 41 по 43. В каких боях не бывал, смерть всегда бежала от меня, как чорт от кочерги. Я ее гонял далеко, далеко от себя. Присыпаю тебе вырезку из газеты один эпизод, да и так еще не яркий, бывало труднее и тяжелее. Мы побеждали.
Что еще могу писать; Нам с тобой одно слово дорого: «Люблю!»
07.04 43 г. Ку Кĕçтукăн хăй виличчен Людмила патне янă юлашки çырăвĕ.
Людка! Читала последние стихи Исаковского;
«Далеко село мое, ребята,
Но туда я все-таки приду..»
А мы с тобой договорились, поедем вместе в мое село. Так, Людка;..
Перед боем всегда мертвая тишина. В этой тишине обязательно, как Закон, встают перед глазами и ты, и родная хата, и старушка-мать. Думаешь:
«Ах, жить-бы, дожить-бы
До свадьбы, женитьбы
И обнять любимую свою.»
До свиданья, милая.Желаю от души счастья. Целую крепко-крепко. Твой Константин».
Çапла Людмилăпа Кĕçтук хушшинче çыру урлă чăн-чăн юрату çуралать. Мĕнле ĕмĕтленеççĕ вĕсем тĕл пулма, пĕр-пĕрне курма! Кĕçтук та çапла çырать: «Нимĕçсене çĕнтерсен, эпир вĕсене çĕнтеретпĕрех, манăн пĕрремĕш чарăну – Архангельск хули пулать!
Унтан Чăваш çĕршывне çул тытăпăр, манăн аннене куратăн. Шупашкара çитĕпĕр, юлташсемпе, писатель-поэтсемпе хутшăнăпăр». Мĕн тери шаннă вĕсем çапла пуласса!
Поэт салтак çĕнтерĕве пĕтĕм чун-хавалĕпе ĕненсе шанса тăнă, уншăн хăйĕн кун-çулне шеллемесĕр çапăçнă. Анчах вăл Çĕнтерÿ кунне кĕтсе илеймен. Çавăн пекех унăн пиччĕшĕсем те – Хрисанф, Павел, Василий – фашистсене хирĕç кĕрешсе çапăçу хирĕнче выртса юлнă.
Кĕçтук Кольцовăн юлашки çапăçăвĕ пирки Кемьри ?Карел АССРĕ/ локомотив деповĕнче ĕçлекен А. Ткаченко электросварщик çапла аса илет: 1943 çулхи май уйăхĕн 8-мĕшĕ. Пирĕн разведвзод «Лоухи» – Кестение шоссерен сулахаялла 2 км-та пырать.
Эпир нимĕçсен траншеисем патне çывхартăмăр та чарăнтăмăр. Фашистсем пирĕнтен икĕ хута яхăн ытларах. Сасартăк тăшмансенчен пĕри, пирĕн еннелле кĕтартса «Русские!», _ тесе кăшкăрса янă. Нимĕçсем вут-çулăма пирĕн çине куçарчĕç.
Çакăн чухне Кольцов аслă лейтенант сасси янăраса кайрĕ:
_ Юратнă Тăван çĕршывшăн! Атакăна! Урра! Эпир малалла ыткăнтăмăр. Чупнă çĕртех пере-пере шурлăх урлă каçрăмăр. Унччен те пулмарĕ – Костя Кольцов, хырăмран аманнăскер, çĕре тĕшĕрĕлсе анчĕ. Темиçе разведчик, Костьăна плащ-палатка çине асăрхануллăн хурса, хăвăртрах аяккалла илсе кайрĕç. Эпĕ салтаксен пĕр ушкăнĕпе, вĕсене кайма май парас тесе, хÿтĕлеме юлтăм… Анчах тепĕр икĕ кунтан пирĕн унпа ĕмĕрлехех уйрăлма тиврĕ. Хурлăхлăн кĕрĕслетрĕç пăшал сассисем хаклă командира пытарнă чух.»
577-мĕш стрелковăй полкăн иккĕмĕш батальон штабĕн начальникĕ К. Кольцов аслă лейтенант хăй 27 çул тултарнă кун паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ.
Ăна Карели АССРĕнчи Лоухи районĕнчи Сосновый поселокĕн- чи тăванла масарта, 3832 паттăр учĕпе пĕрле пытарнă, вăл кунта 29-мĕш номерпе выртать. Масар çине лартнă çÿллĕ палăк вĕсен мухтавлă ятне ĕмĕр-ĕмĕр асăнмалăх сыхласа усрĕ. Поселокра пĕр урам ун ячĕпе хисепленсе тăрать, шкулта çар кĕтесĕ уçнă. Кĕçтук Кольцова, вăрçăра пуç хунă çамрăк писательсемпе пĕрле, 1962 çулхи май уйăхĕнче СССР писателĕсен членне илнĕ.
1963 çулта унăн «Сăвăсем» ятлă кĕнеки пичетленсе тухнă. ?Хатĕрлекенсем: Степан Аслан, Кольцов А.П./
1979 çулта В.П. Прокопьев-Ильдер хатĕрленĕ кĕнеке 3000 пин экземплярпа «Фронтра» ятпа пичетленнĕ.
2015 çулта «Фронтра» _ 70 экземплярпа, 2016 çулта – Семенова Римма Михайловна «Письма с фронта» , «Эхо войны» _ 200 экз. 100 çулхи юбилейпе тухнă.
1986 çулхи сентябрь уйăхĕн- че эпĕ Канашри шкул-интернат вĕрентекенĕсемпе: Салмина Елена Ильинична, Васильев Петр Николаевич Мурманскра Поляр дивизийĕ 45 çул тултарнине уявлама кайнăччĕ. 10 кун унта пурăнтăмăр. Питĕ вăйлă çапăçу пулса иртнĕ вырăнсенче пулса куртăмăр. Долина Смерти уйрăмах питĕ хумхатрĕ. Мурманскри шкулсенче Паттăрлăх урокĕсене хутшăнтăмăр. Лоухи районĕнчи Сосновый поселокра та пултăмăр. Кĕçтук Кольцов плитки çине, пурĕ вун иккĕн, чечек çыххисем хутăмăр.
Анат Сурăм ялĕнче те паттăра манмаççĕ. 2016 çулта унăн 100 çулхи юбилейне лайăх хатĕрленсе чаплăн ирттернĕччĕ. Поэт çуралнă çурта ял варрине куçарса çĕнетнĕ, унта сăвăç ячĕпе музей уçнă. Вăл çуралса ÿснĕ урама ун ятне панă. Çăкăр çырмари парк та унăн ячĕпе хисепленсе тăрать. Халĕ вăл чăн-чăн вăрман пулса кайнă ĕнтĕ. Ял çыннисем унта канма çÿреççĕ.
Паллах, çак ĕçсем çынсем хутшăнмасăр, ĕçлемесĕр пулман. Паян ман «Правда» колхоз председательне Степанов Г.П., Кăшнăруйĕнчи шкул учительне Никифорова Е.К., Смирнов А.Д., Семенова Р.М., Кольцов тăванĕ- сене, Каменева С.Ф, Павлов А.П. учителе, Кольцова Ольга Николаевнăна тав сăмахĕ калас килет.
Альвина ИВАНОВА,
Кăшнаруй ял территорийĕн ветеранĕсен канашĕн ертÿçи.