Ачасен çуллахи канăвĕ пуçланчĕ. Çак тапхăр инкексĕр ирттĕр тесессĕн ачасен тата вĕсен ашшĕ-амăшĕн мĕнлрех йĕркесене çирĕп пăхăнмалла-ха; Ку ыйтăва округри шалти ĕçсен пайĕн участковăйсемпе тата çул çитменнисемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕн çумĕ Любовь Антонова уçăмлатать:
_ Çуллахи каникул _ ачасен вăрăма тăсăлакан кану тапхăрĕ. Шкул витĕмĕнчен хăтăлнă çамрăксем, çав вăхăтра, хăйсене ирĕккĕн тытаççĕ. Шыв хĕррине каяççĕ, аслă çулсем çине велосипедпа тата самокатпа ярăнма тухаççĕ, чукун çул хĕрринче ашкăнаççĕ тата ытти те. Кун пек чухне инкек сиксе тухас хăрушлăх та инçех мар. Çавăнпа та, хисеплĕ ашшĕ-амăшĕ, ачасен чи савăнăçлă кану тапхăрĕ çемьене хурлăх илсе ан килтĕр тесессĕн, ачăрсем хăйсен пушă вăхăтне ăçта, мĕнле тата кампа ирттернине çирĕп сăнаса тăрăр. Шыв хĕррине аслисемсĕр кайма ирĕк ан парăр, автоçулсем çине тĕрлĕ хатĕрпе ярăнма тухма юраманнине те çирĕп асăрхаттарса тăрăр.