Канаш тăрăхĕнче пурăнакан Сергей Алексеева Жуковăн медалĕпе наградăланă. Салтак ятарлă çар операцийĕ пуçланнă тапхăртанпах фронтра пулнă.
2023 çулта вăл мина çине лексе йывăр аманнă. Вăрах вăхăт хушши госпитальсенче сипленĕ хыççăн салтак тăван тăрăха таврăннă. Наградăна çар çыннине киле пырса панă. Канашсем ентешĕн паттăрлăхĕпе мăнаçланаççĕ.