Хулари культура керменĕ çумĕнчи скверта волонтерсен аллейи пур. Ырă ĕç тума хатĕр хула çыннисене унта яланах йышлăн курма пулать.
Вĕсем асăннă лаптăка çÿп-çапран тасатса тăраççĕ, ÿссе кайнă курăка çулаççĕ тата ытти те.
Çак кунсенче сквера Канашри транспортпа энергетика техникумĕнче вĕренекен студентсем килсе çитнĕ. Волонтерсем, хăйсен ячĕпе йĕркеленĕ аллейăра, чечексем лартнă. Ырă ĕç кĕçех куç илми илеме çаврăнĕ.