Вторник, 8 июля, 2025
Главная > Публикации > Конкурса хутшăнма васкăр

Конкурса хутшăнма васкăр

Канаш тăрăхĕнче, чи илемлĕ урама тата капăр сăн кĕртнĕ кил-хуçалăха тупса палăртас тĕллевпе, çулсеренех конкурс йĕркелесе ирттереççĕ. 

Заявкăсене йышăнма пуçланă та ĕнтĕ. Конкурс комиссийĕ ĕçсене утă уйăхĕн 18-мĕшĕччен кĕтет. Вĕсене тÿресем пилĕк енпе хаклĕç. 

Çĕнтерÿçĕсене укçан преми тата дипломсем парса хавхалантарĕç. Çавăнпа, енчен те сирĕн хуçалăхри кану кĕтесĕ илĕртÿлĕхĕпе ыттисенчен уйрăлса тăрать пулсан, вăл конкурсра мала тухас пĕтĕм шанăç пур.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *