Понедельник, 14 июля, 2025
Главная > Публикации > Тăван шкулта пулнă

Тăван шкулта пулнă

Канашри 3-мĕш шкулта, медицина службин аслă лейтенанчĕ, Ева Анисимова пулнă. Вăл, ятарлă çар операцийĕ иртекен вырăнта, аманнă салтаксене медицина пулăшăвĕ парать.

Ева Юрьевна хăй те çак шкултанах вĕренсе тухнă. Вĕрентекенсемпе шкул ачисем ăна ăшшăн кĕтсе илнĕ. Çамрăк пике фронтра икçĕр ытла салтака медицина пулăшăвĕ панине, аманнă кашни çар çыннин пурнăçĕшĕн пăшăрханнине каласа кăтартнă.

Нумаях пулмасть, Канаш тăрăхĕнче иртнĕ Акатуй уявĕнче, Ева Юрьевнăна «Паттăрлăх орденĕ» парса чысланă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *