Вторник, 8 июля, 2025
Главная > Публикации > Тăваттăмĕш кварталта туянма палăртнă

Тăваттăмĕш кварталта туянма палăртнă

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Канаш хулинче пурăнакан Людмила Стрикована харпăр хăй ыйтăвĕпе йышăннă.

Аслă ÿсĕмри хĕрарăма Канашри медицина центрĕн-че МРТ аппарачĕ çукки пăшăрхантарнă.

Пĕлме, Канашри территорисем хушшинчи медицина центрĕ, хулара пурăнакансене медицина пулăшăвĕ панипе пĕрлех, çывăхри сакăр округа пăхса тăрать. Çавна май, унта диагностика аппарачĕ ĕçлени, питех те пĕлтерĕшлĕ.

Олег Алексеевич пирĕн ентеше итленĕ хыççăн Канашри медицина центрĕ валли МРТ аппаратне кăçал – тăваттăмĕш кварталта туянма палăртнине пĕлтернĕ. Çак ырă хыпар вырăнта тивĕçтерекен медицина пулăшăвĕн пахалăхне тата та ÿстерессе çирĕплетет.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *