Канаш тăрăхĕнчи халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центрта прокат пункчĕ ĕçлесе кайнă. Унтан çемьесем вăхăтлăха ача кÿми, пĕчĕк кровать, автокресло тата теттесем илсе кайма пултараççĕ. Çакă йăлтах тÿлевсĕр.
Прокат пунктне чи малтан Канаш тăрăхĕнче пурăнакан Михайловсен нумай ачалă çемйи пырса кайнă. Вĕсем патшалăх ача япалисене вăхăтлăха илсе кайма майсем туса пани – çемье бюджетне чылай перекетлеме пулăшнине палăртнă.
Пĕлме, прокатри хатĕрсемпе усă курас тесессĕн, çемьесен, халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центра пырса маларах заявка хăвармалла.