Республика кунӗнче Етӗрнере Чӑваш хӑмлин музейӗ уҫӑлнӑ. Унта ӑсталӑх лаҫҫисем, лекцисемпе семинарсем ирттерме хальхи вӑхӑтри конференц-зал туса лартнӑ.
Музея сӑра вӗретекен ӑстасене, хӑмлаҫӑсене, ӑслӑлӑх ӗҫченӗсене йыхравлама палӑртаҫҫӗ. Музейра пӗр-пӗрин опычӗпе паллашӗҫ, отрасле пулӑшас ыйтусене сӳтсе явӗҫ. Унта сувенир продукцийӗ те пур.