Понедельник, 14 июля, 2025
Главная > Публикации > Экзамена 100 балл чухлĕ тытнă

Экзамена 100 балл чухлĕ тытнă

Шкултан вĕренсе тухакансен тĕрĕслев экзаменĕсем вĕçленнĕ. Халĕ вĕсен кăтартăвĕсем килсе пыраççĕ. Пултаруллă çамрăксем, патшалăхăн пĕрлехи экзаменне тĕрлĕ предметпа 100 баллăх тытнипе савăнтараççĕ. Тĕплĕн- рех Канаш тăрăхĕнчи информаципе методика центрĕн ертÿçи Светлана Иванова каласа парать:

– Физика предмечĕпе йĕркелесе ирттернĕ экзамена 100 баллăх çырса Чăваш Енре ултă выпускник палăрнă. Вĕсенчен пĕри – Дарья Алексеева, вăл Катек шкулĕнче вĕреннĕ. Общество пĕлĕвĕпе республикăра виçĕ çамрăк пысăк çитĕнÿ тунă. Çак йышра вара Кира Лачина та пур, вăл Канаш хулинчи 5-мĕш шкулта пĕлÿ илнĕ. Пултаруллă пикесене çак курăмлă çитĕнÿпе саламлатпăр.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *