Çĕнĕ Ахпÿрт ялĕнче пурăнакан Ефимовсен туслă çемйи 70 çул пĕрле пурăннине паллă тунă. Илья Никонорович та, Минадора Никитична та тăхăр теçетке урлă каçнă. Вĕсене вырăнти ЗАГС пайĕн ĕçченĕсем килне пырса саламланă. Халĕ ЗАГС пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Ирина Сергеева сăмах илет:
– Ефимовсем, юратнă мăшăрĕн çуралнă кунĕн- че, çемье çавăрнă. Çавна май, çемьен 70 çулхи юбилейне паллă тунă кун, Минадора Никтичнан 93-мĕш çуралнă кунне те уявларăмăр. Çемье çавăрнă чухне Илья Никонорович – 25-ре, Минадора Никитична вара 23 çулта пулнă. Иккĕшĕ те вĕсем Шаккăл тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ, çемье пуçĕ – Çĕнĕ Ахпÿрт ялĕнче, мăшăрĕ – Шаккăл салинче. Ефимовсем тăван хуçалăхра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă, «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ятсене илме тивĕç пулнă. Туслă çемье тăватă ача çитĕнтернĕ. Хисеплĕ ватăсем хальхи вăхăтра çичĕ мăнукĕпе тата вĕсен пилĕк ачипе савăнса пурăнаççĕ. Çемье юбилярĕсене çак паллă кунпа саламлатпăр, çирĕп сывлăх тата вăрăм ĕмĕр сунатпăр.