Правительство çуртĕнче ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлура утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пысăкланакан тарифсен ыйтăвĕпе Тариф службин ертӳçи Сергей Егоров сăмах илнĕ.
Раççей Правительстви тарифсене ӳстермелли чикке палăртнă – 15,5% ытла пулмалла мар. Çавна май çитес уйăхăн 1-мĕш кунĕнчен Чăваш Енри 10 муниципалитет округĕнче пĕтĕмĕшле ӳсĕм 10,7% ытла пулмĕ, 11 муниципалитетра çак кăтарту 10,8-15,4% шайĕнче пулĕ. Çапла вара хулара электроэнерги киловачĕшĕн 4,96 тенкĕ тӳлĕпĕр, ялта – 3,47 тенкĕ. Газ тарифĕ те 10% хушăнать – кубомет- рĕшĕн 8,16 тенкĕ. Коммуналлă хытă каяшсемшĕн нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансен 73,16 тенкĕ тӳлемелле, ялта – 8,09 тенкĕ.
Сергей Егоров палăртнă тăрăх, Раççей Монополипе кĕрешекен службипе çураçнă хыççăн çĕнĕ тарифсем вăя кĕме пултараççĕ. Кирек мĕнле пулсан та, вăл каланă тăрăх, чылай тариф Чăваш Енре Атăлçи округĕнче те чи пĕчĕккисен шайĕнче-мĕн.