Вторник, 8 июля, 2025
Главная > Публикации > Мускавран виççĕмĕш вырăнпа таврăннă

Мускавран виççĕмĕш вырăнпа таврăннă

Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, унта кунсерен тенĕ пекех çĕнĕ технологисем вăя кĕрсе пыраççĕ. Вĕсене алла илес енĕпе аслă ÿсĕмри çынсем те пысăк хастарлăх кăтартаççĕ. Пенсионерсен цифра пĕлĕвĕн ăсалăхне хаклас енĕпе пирĕн çĕршывра чемпионат та туса ирттереççĕ. Кăçалхипе ăна 15-мĕш хут йĕркеленĕ.

Чемпионатăн финал вăййисем «Раççей» Наци центрĕнче иртнĕ. Унта тĕнчери 12 çĕршывран тата Раççейри 75 регионтан 180 çын хутшăннă. Вĕсен хушшинче чăвашсем те пулнă. Канашран кайнă Наталия Золотова Мускавран виççĕмĕш вырăнпа таврăннă. Вăл «Пĕтĕм тĕнче кĕсьере» номинацире тупăшнă. Смартфонпа çамрăксенчен кая мар ăста ĕçлеме пултарнине кăтартса панă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *