Канашри халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр пайĕнче «Хамрăннисем валли – ĕç» клубăн иккĕмĕш ларăвĕ иртнĕ. Çак клуба ятарлă çар операцийĕ иртекен вырăнтан таврăннă салтаксене ĕçе вырнаçтарма пулăшас тĕллевпе йĕркеленĕ. Тĕплĕнрех вырăнти кадрсен центрĕн ертÿçин çумĕ Оксана Моисеева каласа парать:
– «Хамрăннисем валли – ĕç» клуба эпир кăçал пуш уйăхĕнче йĕркелесе ятăмăр. Клуба уçнă кунах унăн пĕрремĕш ларăвне те туса ирттертĕмĕр. Ун чухне мероприятие пынă икĕ çар çынни хăйсен ĕçне йĕркелесе яма кăмăл пуррине палăртрĕç. Нумаях пулмасть тĕллевлĕ клубăн иккĕмĕш ларăвĕ те иртрĕ. Унăн ĕçне округ пуçлăхĕн çумĕ Владимир Захаров та хутшăнчĕ. Вăл çак клуб ветерансене кĕске вăхăтра ĕçе вырнаçма тата вĕсен карьера малашлăхне çирĕп палăртма май панине палăртса хăварчĕ. Чăн та, патшалăх çĕршыв хÿтĕлевçисене пур енлĕн пулăшса пырать, вĕсене ĕçпе тивĕçтересси вара – çак курăмлă пулăшу мерин пĕр енĕ. Тĕлпулу вăхăтĕнче ĕнерхи салтаксем ĕçпе тивĕçтерме хатĕр предприятисен представителĕсемпе экспресс-канашлусем те ирттерчĕç. Аса илтеретпĕр, çак клубăн алăкĕсем ятарлă çар операцине хутшăннă кашни салтак валлиех уçă. Хамрăннисене пăрахмастпăр, вĕсене пурне те ĕçпе тивĕçтерме шантаратпăр.