Канаш тӑрӑхӗнче пурӑнакан Павловсем ылтӑн туйне паллӑ тунӑ.
Округри ЗАГС пайӗн ӗҫченӗсем ҫемье юбилярӗсене округ пуҫлӑхӗ Валерий Чернов ячӗпе саламланӑ.
Григорий Ильичпа Людмила Варфоломеевна виҫӗ ачана воспитани парса ӳстернӗ. Халӗ мӑнукӗсен ҫитӗнӗвӗсемпе савӑнаҫҫӗ. Ҫемье пуҫӗ тивӗҫлӗ канӑва тухиччен бухгалтерта ӗҫленӗ, кил ӑшшин управҫи вӗрентекен тата шкул директорӗ пулнӑ. Вӗсен пӗрлехи ӗҫ стажӗ – 91 ҫул.
Саламлатпӑр юбилярсене!