Вторник, 8 июля, 2025
Главная > Публикации > «Эпĕ – хĕрарăм» конкурсра палăрнă

«Эпĕ – хĕрарăм» конкурсра палăрнă

Републикăра «Эпĕ – хĕрарăм» конкурс иртнĕ. Унта Канаш тăрăхĕнче ĕçлесе пурăнакан 123 хĕрарăм хутшăннă. Вĕсем кашниех тĕрлĕ номинацире мала тухассишĕн тупăшнă. Халĕ çак конкурсра палăрнă Марина Алексеева сăмах илет:

– Эпĕ çак конкурса кăçалхипе иккĕмĕш çул хутшăнтăм. Виçĕмçул призерсен йышне лекме май килмерĕ, ун чухне тăваттăмĕш вырăна тухнăччĕ. Кăçал вара иккĕмĕш пултăм. Раççей ял хуçалăх центрĕн вырăнти уйрăмĕнче тăрăшнă май, конкурсăн ял хуçалăх сферине уçăмлатакан номинацине суйласа илтĕм. Видео-презентацире килти питомник çинчен те каласа кăтартрăм. Унта эпĕ хитре чечексем ÿстерсе сутатăп. Республика кунĕнче конкурс çĕнтерÿçисене Шупашкарти оперăпа балет театрĕнче чысларĕç. Хамшăн сасăланă кашни çынна пĕтĕм чунтан-чĕререн тав тăватăп. Ку – пирĕн пĕрлехи çитĕнÿ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *