Шупашкар хулинче кӗнеке йышӑнакан контейнерсем вырнаҫтарса тухнӑ. Республикӑн Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ялти вулавӑшсене пулӑшас тӗллӗвлӗ акци ҫӗртме уйӑ- хӗн 16-мӗшӗнче пуҫланнӑ.
Кашнин килӗнчех унччен вуласа тухнӑ кӗнекесем ҫӳлӗк ҫинче тусанланса выртни вӑрттӑнлӑх мар. Кӗнекене е журнала тухса пӑрахма шел, анчах кама памаллине пӗлместӗн. Ун пек чухне ӑна ятарлӑ контейнера кайса ямалла. Кӗнекене пӗр-пӗр ялти вулавӑша илсе кайӗҫ.
Кӗнеке боксӗсем Николаев космонавт урамӗнчи 46-мӗш, Гагарин урамӗнчи 26-мӗш тата ытти чылай ҫуртсен умӗнче пур.