Среда, 11 февраля, 2026
Главная > Публикации > Канаш хули хăйĕн 100 çулхи юбилейне анлăн паллă турĕ

Канаш хули хăйĕн 100 çулхи юбилейне анлăн паллă турĕ

Иртнĕ шăматкун Канаш хули 100 çул тултарнине уявларĕ. Хулан çуралнă кунĕнче Канашра пурăнакансемпе вĕсен хăнисене Чă-ваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев, депутатсемпе общество деятелĕсем тата паллă артистсемпе юрăçсем саламларĕç.

Хулан тĕп лапамĕнче ирех савăнăçлă юрă-кĕвĕ янăрарĕ. Ленин проспекчĕ пĕр кунлăха «Пултарулăх проспектне» çаврăнчĕ. Унта хулари предприятисем уява килнисене хăйсен паха продукцийĕпе паллаштарчĕç, ăстасем мастер классем ирттерчĕç, пултарулăх ушкăнĕсем чăваш тата вырăс халăхĕсен юррисене шăрантарчĕç.

Хула кунĕнче çĕнĕ объектсем те хута кайрĕç. «Çĕнĕ ресурс» технопарк, «Пирĕн пурнăç вокзалĕ» музей, ачасен тĕслĕх библиотеки канашсемпе унăн хăнисем валли хăйсен алăкĕсене уçрĕç. Афганецсен скверĕнче _ «Паттăрсен аллейи», Канашри медицина центрĕнче эвакогоспитальте тăрăшнă медицина ĕçченĕсене халалласа çĕнĕ Мемориал уçăлчĕç.

Уяв сцени çинче производство хастарĕсене, хулан аталанăвĕпе малашлăхĕнче пысăк тÿпе хывакан ентешсене патшалăх наградисем парса чысларĕç. Паллă юрăçсем уява килнисене хăйсен репертуарĕнчи хаваслă юрă-кĕвĕпе савăнтарчĕç.

Уяв мероприятийĕ илемлĕ салютпа вĕçленчĕ. Хула юбилейĕнчи паллă тата асра юлмалли самантсем – пирĕн фоторепортажра.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *