Четверг, 13 августа, 2026
Главная > Публикации > Хăш урамра çул пулассине çынсем туслă йышпа татса параççĕ

Хăш урамра çул пулассине çынсем туслă йышпа татса параççĕ

Ĕлĕкрех ялсене кĕрлĕ çурлă тата вăйлă çумăрсем çуса иртнĕ хыççăн кĕрсе тухма питех те чăрмавлăччĕ.

Çынсем хăйсен автомашинисене тĕп урам вĕçне ?чылай ялта вăл асфальтпа витĕннĕ/ е ял çумне лартса хăваратчĕç. Хурçă учĕпе килĕ умнех çитесси çинчен çав çулсенче кашниех ĕмĕтленнĕ паллах. Ара, кун пек чухне шухăшпа та лăпкă тăратăн-çке.

Халĕ ялсенчи урамсене кашнине тенĕ пекех вакă чулпа сарса çирĕплетнĕ. Çакна тума вырăнти пуçару программи витĕмлĕ пулăшу кÿнине палăртса хăвармалла. Ял-салари пуçару ушкăнĕ укçан пĕр пайне ял халăхĕнчен пуçтарса çултан-çул çĕнĕрен те çĕнĕ проекта пурнăçа кĕртсе пыма тăрăшать. Çакнашкал хастарсене вара патшалăх хăй енчен тивĕçлипе хавхалантарать. Çавна май ялта пурăнакан ахаль çынсем те пĕрлехи йышпа пысăк суммăллă проектсене çĕнме пултараççĕ. Çул сарасси кирек хăçан та тăкаклă пулни вара никамшăн та вăрттăнлăх мар.

Кăçал вырăнти пуçару программине хутшăнса Асхва ял территорине кĕрекен Асхва ялĕнчи _ Восточная, Канашская, Матросов, Молодежная, Центральная, Юных Моряков, Ягодная; Вырăскас Пикших ялĕнчи _ Николаевпа Советская; Уйкасри Центральная урамсем хушшинчи çулсене юсама палăртнă пулнă, асăннă ĕçсен пысăк пайне пурнăçа кĕртме ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Çавăн пекех ниме бюджечĕн вăйĕпе Атнаш ялĕнчи Молодежная тата Киров урамĕсем хушшинчи уйрăммăн палăртнă лаптăксем çинчи çула йĕркене кĕртессипе те ĕçлеççĕ. Çулсен уйрăм лаптăкĕсене йĕркене кĕртсе çитерессипе кăçал Ачча, Вăтапуç, Карăклă, Кăшнаруй, Сухайкасси, Сиккасси, Ухман, Хучел, Шелттем, Шăхасан тата Ямаш ял тăрăхĕсене кĕрекен ялсенчи чылай урам хăйсен сăнне лайăх енне улăштарĕ. Çак улшăнусене округ администрацийĕн сайтĕнче тата унăн социаллă сечĕсенче тăтăшах асăрхама пулать. Унта çак ĕçсене унччен маларах мĕнле пулнипе хальхи ырă улшăнусене танлаштару мелĕпе кăтартса пыраççĕ.

Чăн та, халĕ унччен тарăн колея пулнă вырăнсенчи урам хушшисенче щебень çул аякка çитиех тăсăлать. Çакă автомашинăсен хуçисене кирек хăçан та хăйсем пурăнакан килĕ умне пĕр чăрмавсăр çитме май парать. Чи пĕлтерĕшли _ вызов пулнă вырăна çăлав службисемпе медицина ĕçченĕ-сем çăмăллăн, хаклă минутсене çухатмасăр кĕске вăхăтра пыма пултарни!

Ялта такăр çул, сиплĕ шыв тата çут çанталăк газĕ пулсан вăл çирĕп аталанать, пурăнма пур услови те пур чухне хула шăв-шавĕ айккинче тăтăр.

Артемий МЯСНИКОВ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *