Пирĕн ентешсем пур енĕпе те пултарулăх кăтартаççĕ, аякри çĕрсенче те округ ятне çÿлте тытаççĕ. Украина çĕрĕ çинчи ятарлă çар операцине хутшăнакансем те час-часах ырă ята тата тĕрлĕ наградăсене тивĕçеççĕ.
Çак кунсенче гварди ефрейторĕн Андрей Алексеевичăн ашшĕ патне мотострелоксен полкĕн командирĕнчен Тав çырăвĕ çитнĕ. Унта ăна ывăлне чăн-чăн патриот пек ÿстернĕшĕн, тивĕçлĕ воспитани панăшăн тав тунă. Командир палăртнă тăрăх, боец амансан та умне лартнă çар тĕллевне чыслăн пурнăçлама вăй çитернĕ.
Округ пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Владимир Захаров Тав çырăвне çар çыннин ашшĕне парса чысланă, маттур ывăл çитĕнтернĕшĕн тав тунă.

