Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн çумĕ Дмитрий Патрушев, Раççей Федерацийĕн çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕ Александр Козлов Чăваш Енре ĕçлĕ визитпа пулнă.
Вĕсем ЧР Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа пĕрле Канаш муниципаллă округĕнчи çĕнĕ çÿп-çап тасатмалли комплекса çитсе курнă, унти условисемпе паллашнă. Ертÿçĕсем предприяти ĕçне курса хакланă, пысăк технологиллĕ хатĕрсем епле пурнăçа кĕнипе кăсăкланнă.
«Раççей Президенчĕ пирĕн çĕршывра тулли çаврăнăшлă экономика йĕркелеме тĕллев лартнă. Çак тĕллеве пурнăçлама чи малтанах йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлекен çĕнĕ йышши объектсем тумалла. Çакăн пек проектсенчен пĕрне эпир Чăваш Ене çитсе куртăмăр. Ку вăл наци проектĕнче палăртнă тĕллеве пурнăçлас енĕпе тухăçлăн ĕçленине кăтартакан тĕслĕх», – тенĕ Дмитрий Патрушев.
РФ Правительствин Председателĕн çумĕ йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлемелли инфратытăма аталантарса пырас ыйту пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă. Ку ыйтупа пĕтĕм Раççейри регионсен тĕллевлĕн ĕçлесе пымаллине асăннă. Палăртнă тĕллев епле пурнăçланнине Раççей Правительствин шайĕнче тĕрĕслесе тăнине те каласа хă- варнă вăл.
«Çитес çултан иккĕмĕшле чĕртаварпа ĕçлекен предприятисене пулăшакан уйрăм программăна хута яратпăр. Асăннă объектра производство площадкине, тирпейлемелли уйрăм линие тума пулăшăпăр. Ытти проект-
семпе те ĕçе малалла тăсатпăр. Пирĕн Çĕнĕ Шупашкарти индустри паркĕ тата унпа çыхăннă экологи кластерĕ хута каять. Эпир вĕсене пур енлĕн пулăшма тăрăшăпăр. Çакă çынсен пурнăç пахалăхне ÿстерме май парать», – тесе уйрăммăн палăртса каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев.
Аса илтерер: Канаш, Муркаш тата Патăрьел муниципаллă округĕсенче паянхи пурнăçпа килĕшсе тăракан виçĕ комплекс хута кайĕ. Анлă проекта Чăваш Енре пурнăçа кĕртме «РЭО» ППК пулăшу кÿрет. Пĕтĕм комплекссем каяшсене тухăçлă тирпейлесе пыма пысăк технологиллĕ хатĕрсемпе усă курĕç.
Канаш округĕнче комплекса тума 2024 çулта пуçланă, кăçалхи çĕртме уйăхĕ тĕлне вара «Стройка-21» ООО подрядчик пур ĕçе те вĕçленĕ. Кĕске вăхăтра строительсем хăйсене шанса панă ĕçе лайăх пурнăçлани куç кĕретех. Объекта пĕтĕмĕшле тума 497 млн тенкĕ тăкакланă.
Асăннă комплекса Чăваш Енри виçĕ муниципаллă округран: Красноармейски, Çĕрпÿ тата Канаш округĕсенчен йăлари хытă каяшсене пухма палăртнă. Вăл пахалăхлă сортировка тума, пластикпе, кантăкпа тата металпа тепĕр хут усă курма май парĕ.
Комплекс ирĕк паракан лицензи илнĕ хыççăн _ юпа уйăхĕнче туллин ĕçлеме пуçлĕ.
Регионта хытă коммуналлă каяшсене пуçтарса тирпейлес енĕпе пуçарнă реформа çĕнĕ йышши технологисемпе усă курассине анлăлатать. Хальхи вăхăтра республикăра уйăрса тирпейлекен хыт каяшсен шайĕ 67 процентран та иртет. «Экологи ырлăхĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн 2030 çул вĕçленнĕ çĕре çак кăтарту 100 процентпа танлашасса планлаççĕ.

