Нумаях пулмасть Чăваш Енрен ятарлă çар операцине хутшăнакансем тата Запорожье облаçĕнчи Бердянск районĕнче пурăнакансем патне черетлĕ гуманитари пулăшăвĕ ăсатнă.
Груз пуçтарас ĕçе «Пĕрле» фонд, ЧР Промышленноç министерстви, ЧР Çутçанталăк министерстви, волонтерсен сообществисем, республикăри вăрман хатĕр- лекенсем, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ преподавателĕсем активлăн хутшăннă.
Темиçе тиевлĕ машинăна пиломатериалсем, генераторсем, тĕрлĕ электрохатĕр- сем, эмелсем тата çар çыннисем ыйтнă ытти япаласем тултарнă. Çавăн пекех Бердянскри шкул ачисем валли кĕнекесем те ăсатнă.

