Чӑваш Енре ретропуйӑс ҫӳреме пуҫлӗ. Ҫакӑн ҫинчен Горький чукун ҫулӗн ертӳҫи Сергей Дорофеевский пӗлтернӗ.
Пуйӑс «Шупашкар – Канаш» маршрутпа ҫӳрӗ.
Сӑмах май, ун пек ретропуйӑссем Чулхула облаҫӗнче пур. Вӗсем «Чулхула – Арзамас», «Чулхула-Московский-Чулхула – Сортировочный» маршрутсемпе ҫӳреҫҫӗ. Удмурт Республикинче вара «Чайковский экспресс» ҫула тухать. Киров хулинче ретропуйӑс Ҫӗнӗ ҫулхи уявсенче ҫӳрет.

