Суйлав иртсе кайрӗ. Унăн кăтартăвӗ тăрăх, Чӑваш Ене малашне те Олег Николаев ертсе пырӗ. Инаугураци паян – аванӑн 26-мӗшӗнче пулӗ.
Вӑл Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче иртӗ. Церемони 11 сехетре пуҫланать. Ӑна Чӑваш Наци телерадиокомпани эфирӗнче тата социаллӑ сетьри ятарлӑ ресурссенче кӑтартӗҫ.
Аса илтеретпӗр, суйлавра Олег Николаевшӑн суйлава пынисен 67,06 проценчӗ сасӑланӑ.

