Авăн уйăхĕ ăшă тата хĕвеллĕ кунсемпе савăнтарчĕ. «Ылтăн кĕркуннен» кĕске саманчĕпе туллин усă курса юлас тĕллевпе Ăвăспÿрт Кипеч шкулĕ çумĕнчи ача сачĕн аслă ушкăннĕ çÿрекен ачасем валли экскурси йĕркеленĕ.
Воспитательсем шăпăрлансене кĕрхи вăрмана илсе кайнă. Çула тухиччен вĕсемпе ăнлантару калаçăвĕ ирттернĕ, çут çанталăкра хăйсене еплерех тытмалли çинчен ăнлантарса панă. Курса савăнмалли тата тĕлĕнмелли вара вăрманта темĕн чухлех пулнă.
Ачасем йывăçсемпе паллашнă, кайăксене сăнанă, кăмпасене уйăрма вĕреннĕ, çĕр çине тăкăннă илемлĕ çулçăсене тата йĕкел-мăйăр пуçтарнă. Вĕсемпе кайран илемлĕ япаласем ăсталама вĕренĕç. Вăрмантан çавăн пекех агролабораторинче çимĕç вăррисене акма тăп- ра та илсе килнĕ. Шкул картишĕнче ÿсекен чечексене витмешкĕн çĕре ÿкнĕ хыр лăссисене пуçтарма та манман.
Ача садне ачасем тулли кăмăлпа таврăннă. Вĕсене мĕн ачаран çут çанталăк илемне курма вĕрентни питех те пĕлтерĕшлĕ. Çак туйăм вĕсемпе пĕрле ÿссе аталанса пырĕ, çитĕнсе çитсессĕн паянхи ачасем чăн-чăн çут çанталăк тусĕсем пулса тăрĕç.
Ачасемпе тĕрлĕ енлĕ ĕçлекен воспитательсене тав сăмахĕ калас килет. Меллĕ самантпа усă курса ача сачĕсенче тăрăшакан кашни воспитателе çывхарса килекен професси уявĕпе пĕтĕм чунтан-чĕререн саламлатпăр. Ĕçре ăнăçу, çемьере килĕшÿ тата çирĕп сывлăх сунатпăр.

