Вторник, 20 января, 2026
Главная > Публикации > Электрон майсем конкурентлăха тата ĕç уççăнлăхне тивĕçтереççĕ

Электрон майсем конкурентлăха тата ĕç уççăнлăхне тивĕçтереççĕ


Коррупципе кĕрешессине йĕркелекен комиссин, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ черетлĕ ларăвĕнче, патшалăх тата муниципалитетсен нушисем валли таварсем, пулăшу ĕçĕсем сутăн илессипе çыхăннă сферăра правăна пăсасран сыхланмалли профилактика тытăмне йĕркелесси тавра тĕплĕ калаçу пулнă.
Конкурентлă политика тата тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертӳçи Сергей Егоров палăртнă тăрăх, ку енĕпе цифра сервисĕсене ĕçе кĕртни, специалистсен пĕлĕвне ӳстерни курăмлă пулăшу кӳме тивĕç. Çакна хальччен пурнăçланă ĕç те çирĕп-
летет. 2021 çултан тытăнса рес- публикăра сутăн илессине контракт хакне пăхмасăр йĕркелесси тӳрре тухать – централизациленĕ мелпе электрон майсемпе усă курса Регионăн сутăн илекен центрĕ урлă. Çакă конкурентлăха, ĕç уççăнлăхне тивĕçтерет.
Кăçалхи 8 уйăхра Регионăн сутăн илекен центрĕ конкурентлă никĕс çинче 31,3 миллиард тенкĕлĕх тавар, пулăшу ĕçĕсем туяннă. Бюджет тухăçлăхĕ 2,7 миллиард тенкĕпе танлашнă. Кăрлачăн 1-мĕшĕнчен çак тытăм ĕçне лайăхлатмалли тепĕр утăм тунă. Пĕчĕк калăпăшлă ĕçсемпе таварсем туянассине конкурентлă йĕрке çине куçарнă. Унччен вĕсене пĕртен-пĕр поставщикран конкурентлăха тивĕçтермесĕр туяннă. Çак тĕллевпе ятарлă электрон лавкка ĕçлеме тытăннă – унта патшалăх валли сутăн илекен пĕчĕк таварсемпе ĕçсене курма пулать.
Специалистсем хакланă тăрăх, çак сервис пулăшнипе кăрлач-çурла уйăхĕсенче кăна 100 миллион тенкĕ патнелле перекетленĕ. Тариф служби пĕчĕк бизнесран сутăн илмелли квотăсене пăхăннине çирĕп сăнаса тăрать. Çавăн пекех саккасçăсем поставщиксем, подрядчиксем контракт условийĕсене пăснă тĕслĕхсенче вĕсенчен «неустойка» текен укçана шыраса илес енĕпе ĕçлени тĕлĕшпе тимлĕх пысăк. Кăçал кăна 2022-2025 çулсенче тунă контрактсем тăрăх саккасçăсем пĕтĕмпе 418 миллион тенкĕлĕх тавăçсем тăратнă. Ку ĕçе те электрон мелпе Пĕрлехи информаци тытăмĕ урлă кăна тăваççĕ.
Сергей Федорович хăй ертсе пыракан служба сутăн илессипе çыхăннă ĕçе хутшăнакансемпе пуринпе те профессионализма ӳстерес тĕллевлĕ ĕç йĕркеленине çирĕплетнĕ. Канашлусем, вебинарсем, конференцисем, конкурссем – пĕтĕмпех «хут пĕлменлĕхе» пĕтерес, сутăн илнĕ чухне саккуна, йĕркене уяман тĕслĕхсенчен хăтăлас тĕллев- пе. Олег Николаев та шăпах саккасçăсен квалификацийĕ çителĕксĕрри чылай чухне сутăн илессин тухăçлăхне такăнтарнине палăртнă. Çавна май аукционсенче çĕнтернĕ подрядчиксемех кайран контракта тӳрре кăлараймаççĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *