Кĕçнерникун Патшалăх Канашĕн черетлĕ 37-мĕш сессийĕн пĕрремĕш тап- хăрĕ иртнĕ. Депутатсем вунă саккун проектне ырланă, пĕлтерĕшлĕ чылай ыйтăва татса панă.
Парламент влаçсем ятарлă çар службинчи çынсем тĕлĕшпе тимлине тепĕр хут çирĕплетнĕ. Муниципалитет служби çинчен калакан саккуна кĕртнĕ улшăнусем муниципалитет службин должноçĕсен реестрне çĕнĕ единица кĕртеççĕ – администрацисен пуçлăхĕсен СВОна хутшăннисемпе тата вĕсен çемйисемпе ĕçлекен канашçисем пулаççĕ.
Леонид Черкесов палăртнă тăрăх, канаш- çăн çар служащийĕсен çемйисен ыйтăвĕсене оперативлă татса парассине хăйĕн çине илмелле. Çăмăллăхсемпе тивĕçтересси, документсем хатĕрлесси, пурăнмалли условисене лайăхлатасси тата ытти те.

