Грипп, ОРВИ чирĕсен эпидеми тапхăрĕ çывхарать. Ăна кĕтсе илме республикăра мĕнле хатĕрленни çинчен сывлăх сыхлавĕн министрĕ Лариса Тарасова каласа кăтартнă.
Çулталăкăн 39-мĕш эрнинче республикăра çак чирсемпе чирлесси чакни палăрнă, кăтарту çĕршыври вăтам шайран 25% пĕчĕкрех. Анчах çакă, паллах, лăпланмалли сăлтав мар. Сыхлăх мерисен шутĕнче – вакцинаци. Вакцина çителĕклĕ, ăна сип-лев учрежденийĕсене валеçсе панă.
Лариса Владимировна Вăрнар, Куславкка, Йĕпреç округĕсенче, Çĕнĕ Шупашкарта асăннă чирсенчен сыхланса прививка тутарнисен йышĕ пĕчĕккине пăшăрханса палăртнă. Пĕтĕмĕшле илсен вара эпидеми тапхăрĕнче кирлĕ эмелсен саппасне хатĕрлесе хунă, ытти енĕпе те пĕтĕмпех хатĕр.

