Понедельник, 10 ноября, 2025
Главная > Публикации > Волонтерсен форумне старт панӑ

Волонтерсен форумне старт панӑ


Ҫӗмӗрлере «Кӗмӗл Чун» волонтерсен 4-мӗш форумне старт панӑ.
Волонтерсем хӑйсен хастар пурнӑҫ позицийӗпе ентешӗсене яланах пулӑшма хатӗррипе палӑраҫҫӗ. Форумӑн тӗп тӗллевӗ – ӑнӑҫлӑ практикӑсене сӳтсе явасси, ҫӗнӗ идейӑсем йӗркелесси тата аслӑ ӑрури волонтерсен хутшӑнӑвне ҫирӗплетесси.
«Тӗрлӗ йышши федераци конкурсӗсенче пирӗн волонтерсен ҫитӗнӗвӗсемпе виҫесӗр мӑнаҫланатӑп. Федераци лапамӗсенче эсир хӑвӑра яланах питӗ лайӑх кӑтартатӑр. Пысӑк тав сӑмахӗ калатӑп. Ырӑ кӑмӑлӑр сире те, ҫемйӗрсене те ытларах таврӑнтӑр», – тенӗ Олег Николаев.
Сцена ҫинче Патшалӑх канашӗн Председателӗн Леонид Черкесовӑн тав ҫырӑвне вуласа панӑ. «Кӗмӗл» волонтерсене дипломсемпе тата парнесемпе чысланӑ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *