Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Çамрăксен театрĕнче «Солдатский треугольник» кĕнекене презентациленĕ.
Çак кĕнекене Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенче фронтран тăван тăрăха янă салтаксен 555 çырăвне кĕртнĕ. Издание Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 80 çул çитнине халалланă. Ăна çамрăксем хăйсен тĕпчев ĕçĕсен вăхăтĕнче пухса хатĕрленĕ.
Мероприятие Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăннă. Çакăн евĕр кĕнекесем истори докуменчĕсем кăна мар, вĕсем Çĕнтерÿ хакне манма паман аякри чĕрĕ сасăсем пулнине палăртса хăварнă. «Кашни çыру _ шăпа. Вĕсенче Тăван çĕршыва хÿтĕленĕ паттăрсен шухăш-кăмăлне вуласа пĕлме пулать. Çитĕ- некен ăру çакна пĕлни тата асра тытни питех те пĕлтерĕшлĕ», _ тенĕ Олег Николаев.

