«Кĕр парнисем – 2025» ярмăрккăсем хăйсен ĕçне малалла тăсаççĕ. Вице-премьер – ял хуçалăх министрĕ Андрей Макушев вĕсене кăçал пилĕк теçеткене яхăн лапамра йĕркеленине палăртнă.
Тĕп хулара ярмăрккăсене юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче вĕçлеме планланă, анчах пурте тăсма ыйтнине кура вĕсене 13-мĕшĕчченех ĕçлеттерме йышăннă. Çавăн пекех министр «Пехет» агромаркет патĕнчи ярмăрккăна çулталăк тăршшĕпех ĕçлемелле тумашкăн та сĕннĕ, çакă хула çыннисемшĕн аван пулмалла. Ярмăрккăсен илĕртÿлĕхĕ, паллах, чи малтан пахча çимĕç лавккаринчен самай йÿнĕреххипе сăлтавланнă. Унсăр пуçне халăх ыйтнипе кăçал улма-çырла хунавĕсене, пахча çимĕç вăрлăхне ытларах сутассине йĕркеленĕ. Пурте кăмăллă. Сутлăхра çырла та нумай. Ăна çитĕнтерекенсен хăйне евĕр кооперацине йĕркелеме май килнине Андрей Евгеньевич пайăррăн палăртнă.

