Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ «Преступление и наказание» спектакле куракансен умне кăларнă.
Ӑна Ф. Достоевскин романĕ тăрăх лартнă. Ырăпа усал кĕрешĕвĕ, шалти туйăмсем çинчен тĕнче литературин чи паллă хайлавĕсенчен пĕрне асăннă театр сцени çинче пĕрремĕш хут лартнă. Ăна неонуар жанрĕпе йĕркеленĕ.
Романра сюжет йĕрĕ нумай, постановкăра вара Родион Раскольников преступлени тунине тата тĕпчев ирттернине çеç кăтартаççĕ.
Спектакль режиссерĕ – Иван Чигасов.

