Понедельник, 10 ноября, 2025
Главная > Публикации > Наци проекчĕ пулăшать

Наци проекчĕ пулăшать


Çынсен ĕмĕр тăршшĕне вăрăмлатма патшалăх юлашки çулсенче чылай май туса парать.
Çак тĕллеве пурнăçлама тĕрлĕ наци проекчĕ пулăшать. Тĕслĕхрен, «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн поликлиникăсемпе амбулаторисем, çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем тăваççĕ, киввисене юсаса çĕнетеççĕ, кирлĕ оборудованипе тивĕçтереççĕ.
Чăваш Енре юлашки пилĕк çулта халăха диспансеризацие явăçтарассин кăтартăвĕ кăна 1,7 хут ÿснĕ. Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствинче пĕлтернĕ тăрăх, 2024 çулта 900 пин ытла çын çак тĕрĕслеве хутшăннă, ку вăл регионта пурăнакансен 80 проценчĕпе танлашать.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *