Чӑваш Енри аслӑ шкулсенче, колледжсенче, шкулсенче 58 ют ҫӗршывран килнӗ 4 пине яхӑн ҫамрӑкпа ача-пӑча вӗренет.
Ҫакӑн ҫинчен республикӑн вӗренӳ министрӗн ҫумӗ Максим Гришин Нацисемпе конфессисем хушшинчи канашӑн ларӑвӗнче пӗлтернӗ. Студентсене илсен, пирӗн патӑмӑра ытларах Индинчен, Туркменистанран, Ирантан, Мароккаран, Египетран тата ытти хӑш-пӗр ҫӗршывран килеҫҫӗ. 2700 ытла ҫамрӑк Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗренет.

