«Московский комсомолец» хаçат редакцийĕнче ку эрнере тĕп хулари хыпарсем çинчен кăна калаçман. Асăннă хаçатăн тĕп редакторĕ Павел Гусев хăйĕн патĕнче Чăваш Ен Пуçлăхне Олег Николаева тата «Советская Чувашия» гендиректорне Владимир Васильева йышăннă. Вĕсем «МК в Чебоксарах» регионти кăларăм проекчĕн çирĕп аталанăвне те сÿтсе явнă.
Тĕлпулу вăхăтĕнче пысăк опытлă ертÿçĕсем прессăн паянхи шăпине пысăк тимлĕх уйăрнă, цифра трансформацийĕ тата кадрсем çинчен калаçнă.
«Вулаканпа çыхăнăва йăлана кĕнĕ хаçат урлă сыхласа хăвармалла, çав вăхăтрах аудитори патне _ цифрăна çитмелле», _ çак шухăш патнех çаврăнса тухнăн туйăннă калаçу. Регион ертÿçи республикăпа район хаçачĕсене пĕр чăмăра пĕрлештерессипе пуçарнă проект çинче уйрăммăн чарăнса тăнă. Ку оптимизаци çеç мар, журналистикăна сыхласа хăварасси тата унăн аталанăвĕ валли çĕнĕ никĕс йĕркелесси те.
Павел Гусев пирĕн республикăра ятарлă çар операцине хутшăннă салтаксене пулăшса пырас енĕпе пуçарнă ĕçе еплерех йĕркеленипе те кăсăкланнă. Олег Николев çак пĕлтерĕшлĕ ĕç тăтăшах пулса пынине, сиксе тухакан ыйтусене вара çийĕнчех тата тĕплĕн татса панине па- лăртнă.
Пахалăхлă журналистика, цифрăра е хут çинче пулсассăн та, обществопа диалог йĕркелемелли тĕп инструмент шутланать. «МК в Чебоксарах» кăларăмăн çитĕнĕвĕ çакна тÿрремĕнех çи- рĕплетсе парать. Асăннă проект вырăнти темăсене витĕмлĕ тата уçăмлă çутатса пама пĕлнипе палăрса тăрать. Çак паха опыт пуриншĕн те кăсăклă тата пĕлте- рĕшлĕ пулни куçкĕрет.
Валерий ЛЬВОВ,
«Московский комсомолец»

