Шупашкарта çулсеренех иртекен çĕр улми куравĕ 2026 ҫулта та халăха тĕрлĕ сортпа савăнтарĕ.
Вăл пуш уйăхĕн 4-5-мĕшĕсенче МТВ-Центрта пулĕ. Форумпа курава ăнăçлă ĕçлекен компанисемпе экспертсем, влаç органĕсем, ăсчахсем, професси союзĕсемпе ассоциацисем, бизнес менеджерĕсем тата ку темăпа кăсăкланакан ытти çынсем пухăнĕç, отраслĕн анлă сарăлнă ыйтăвĕсене сӳтсе явĕç.
Курав мĕнле иртессине нумаях пулмасть йĕркелӳ комитечĕн ларăвĕнче сӳтсе явнă. Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ Ленар Балтаев пĕлтернĕ тăрăх, çĕр улми вăрлăхне МТВ-Центр çумĕнче ятарлă вырăнта сутĕç. Çав территорирех ял хуçалăх техникин куравĕ те ĕçлĕ.

