Вторник, 20 января, 2026
Главная > Публикации > Чăваш Енрен черетлĕ гуманитари пулăшăвĕ ăсатнă

Чăваш Енрен черетлĕ гуманитари пулăшăвĕ ăсатнă

«Пилĕк фурăпа 90 тонна груз тиесе ятăмăр: 85 кубла метр йывăç материал, япăх çулсемпе çÿреме пултаракан 5 автомобиль, квадроцикл, стройматериалсем, пичкесем, медикаментсем, буржуйка кăмакасем. Çак груз ентешĕмĕрсен службине палăрмаллах çăмăллатасса шанатăп. Пысăк çак акци эпир пурте пĕрле вăй хунипе тÿрре тухрĕ», _ палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев.

Иртнĕ эрнере ятарлă çар операцийĕ иртекен вырăна Чăваш Енрен черетлĕ гуманитари пулăшăвĕ ăсатнă. Ăна вырăнти предприятисемпе рес- публикăра пурăнакан хастарсем пуçтарса хатĕр- ленĕ. СВО пуçланнăранпа регионтан 58-мĕш хут çула тухнă автоколоннăра хальхинче салтаксене кирлĕ груз тиенĕ 5 фура пулнă.
Ыр кăмăллăх конвойне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Сергей Артамонов старт панă. Груз пухма ĕç тăвакан влаç органĕсем, «Пĕрле» фонд, Следстви комитечĕн республикăри Следстви управленийĕ, Катастрофа медицинин центрĕ, «Водоканал», «ВНИИР-Прогресс» предприяти тата волонтерсем хастар хутшăннă.
Пĕлме: 2025 çулта Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисем валли Чăваш Енрен 42 квадрокоптер, 14 дрон, тепловизорлă 4 прицел, 3 РЭБ, 10 мотоцикл, дизель электростанцийĕ, 3 генератор, техникăн саппас пайĕсем 394 едицина, инструментсем, апат-çимĕç тата ытти кирлĕ хатĕр ăсатнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *