«Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, ку эрнере шартлама сивӗ таврӑнӗ.
Эрне пуҫламӑшӗнче циклон хуҫаланнӑ хыҫҫӑн канмалли кунсенче Шупашкарта термометр 25-30 градус сивӗ кӑтартӗ, округсенче 35 градус таран сивӗ пулӗ.
Анчах хӗвел кунсерен ҫӳлерех хӑпарса пырӗ, ҫавна май унӑн ӑшши ытларах туйӑнӗ: ҫӗрле 30 градус сивӗ пулӗ, кӑнтӑрла вара – 20 градус.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, шартлама сивӗ тунтикунччен пулӗ, кайран вара юр ҫума пуҫлӗ.

