Понедельник, 17 августа, 2026
Главная > Публикации > Юсав ĕçĕсене оперативлă режимпа туса пыраççĕ

Юсав ĕçĕсене оперативлă режимпа туса пыраççĕ


Канаш округĕн пуçлăхĕ Валерий Чернов Вăтакас Кипеч ялĕнчи пĕлÿ çурчĕ çумĕнчи шкул çулĕчченхи ушкăнсенче пулса иртнĕ лару-тăрăва çирĕп контроллесе тăрать.
Нарăс уйăхĕн 10-мĕшĕнче шкул çулĕчченхи ушкăнсем вырнаçнă пĕр хутлă кирпĕч çуртăн тăррин пĕр пайĕ ишĕлсе аннă. Чи пĕлтерĕш-ли _ çак инкекре никам та шар курман. Ачасен хăрушсăрлăхĕ _тĕп вырăнта.
Пĕр кун маларах шкул директорĕ, юр сийĕ çурт тăррине хулăн ларнине шута илнĕ май, ăна тасатнă тапхăрта ачасене тĕп шкул çуртне куçарасси çинчен хушу кăларнă. Çурт тăррин пĕр пайĕ ишĕлсе аннă вăхăтра авариллĕ зданире никам та пулман. Шкул çулĕчченхи ушкăнсене çÿрекен 15 пекпе шкулта пулнă.
Хальхи вăхăтра мĕнле ĕçсем пыраççĕ-ха; Çурт тăррине юртан йăлтах тасатнă. Строительство хатĕрĕсене туяннă тата вырăна илсе çитернĕ. Юсав ĕçĕсене нарăс уйăхĕн 11-мĕшĕнче пуçăннă, ăна оперативлă режимпа туса пыраççĕ.
Çурт тăррине юсаса йĕркене кĕртес ĕçе нарăс уйăхĕн 17-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме тĕллев лартнă. Пĕлÿ процесĕ шкулăн тĕп çуртĕнче штатлă режимпа пырать, ачасене кирлĕ хатĕрсемпе туллин тивĕçтернĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *